Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ конкурс ирттернӗ. Иккӗшӗ те вакансисемпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ пулма кадр резервне палӑртма йӗркеленӗ конкурсра икӗ кандидата суйласа илнӗ: центрӑн хальхи директорне Елена Волковӑна тата Валентина Якутенока. Ҫав хӗрарӑм хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Ленин районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорне суйламалли конкурс вара пулса иртмен — кандидатсем пулман-мӗн.
Республикӑри социаллӑ учрежденисене те реорганизацилеҫҫӗ текен сӑмах унччен тухнӑччӗ-ха. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнакан ҫав учрежденисене пӗрлештерме тытӑннӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ йышӑнура палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Улатӑрти халӑхӑн социаллӑ Ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тата унти Ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне пӗр ҫӗре пӗрлештерме йышӑннӑ. Асӑннӑ хысна учрежденийӗсем малашне пӗр организаци пулса тӑрӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ертӳҫӗсен кадр резервне йӗркелеме конкурс ирттерет.
Кадр резервне Патӑрьелти, Шупашкарти, Ҫӗрпӳри халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тата Шупашкарти ачасен реабилитаци центрӗ валли хатӗрлеҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявленийӗсемпе докуменчӗсене ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑнса пӗтерӗҫ.
Чӑваш Енри ача ҫурчӗсем ӳлӗмрен пӗр орган тытӑмӗнче пулӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗ ҫумӗнчи ятарлӑ канашӑн ӗнерхи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта Ачалӑх вунӑҫуллӑхӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки калаҫнӑ. Опекӑпа попечительство органӗсене 2024 ҫулччен пӗр органа пӑхӑнмалла тӑвасси пирки те сӑмах хускатнӑ.
Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 15 ҫулта пирӗн республикӑра тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен йышӗ икӗ хутчен чакнӑ. Паян ун пек ачасен йышӗ 2,4 пинпе танлашать. Тӑлӑхсене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене ҫемьене илесси те икӗ хута яхӑн ӳснӗ.
Паян пирӗн республикӑра тӑлӑх ачасен пилӗк организацийӗ ӗҫлет. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ (Пӑрачкаври ача ҫурчӗ, Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен центрӗсем) Чӑваш Енӗн Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, «Малютка» ача ҫурчӗ — Сывлӑх сыхлав министерствине, Кӳкеҫри ӑсран аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫурчӗ — Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине. Вӗсене ӳлӗмрен пӗр орган тытӑмне куҫарасшӑн.
Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ — 0,81 процент. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗр 4896 ҫынна шута илнӗ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле шутӗнчен ку вӑл 0,81 процент пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 23 пин те 462 ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗн методологийӗпе шутласан, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫсӗрлӗх хисепӗ пирӗн республикӑра 2,9 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Паянхи куна илсен, ӗҫсӗррисем уйӑхсерен 1500 тенкӗрен пуҫласа 12 792 тенкӗ (ку чи пысӑк виҫе) таран илсе тӑраҫҫӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра ӗҫ укҫин 75 процентне тӳлеҫҫӗ, анчах ҫав сумма ӗҫсӗррисене паракан чи пысӑк виҫерен иртмелле мар, тепӗр виҫӗ уйӑх – 60 процент, анчах вӑл укҫа 5 пинтен иртмелле мар.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрне Иван Архипов ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
«Аспект» вӗренӳпе методика центрӗ эпир маларах асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнать. Вӑл ҫынсене ҫӗнӗ профессие алла илме пулӑшать, хушма пӗлӳ илсе професси шайне ӳтерме те унта май пур. Ӗҫсӗр ҫынсем патшалӑх шучӗпе вӗреннипе пӗрлех «Аспектра» кирек кам та тӗрлӗ ӑсталӑха укҫа тӳлесе илейрет.
Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Александр Колесников паллаштарнӑ. Сӑмах май, Колесников хӑй те унччен «Аспектра» ӗҫленӗ, унта директор пулнӑ. Иван Архипов пирки каласан, вӑл маларах Чӑваш Енӗн Правительствинче тимленӗ.
Чӑваш Республикин халӑхӑн ӗҫлӗх центрне ертсе пыма Виктор Ковалёва ҫирӗплетнӗ. Унпа коллектива республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшнче паллаштарнӑ. Виктор Михайлович асӑннӑ центрта унччен ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа та коллективра тӑрӑшакансем ӑна япӑх мар пӗлеҫҫӗ.
Виктор Ковалёв ӗҫлӗх службинче 1999 ҫултанпа тӑрӑшать. Малтан специалист пулнӑ, унтан Ӗҫлӗх центрӗн Етӗрне районӗнчи пайне ертсе пынӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗҫлесе те вӑл самай опыт пухнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче республикӑн ӗс тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова пулнӑ. Вӑл райадминистраци пуҫлӑхӗпе Игорь Семёновпа тӗл пулнӑ, унтан комплекслӑ центрта тӑрӑшакансемпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче министр Нина Максимова директорпа паллаштарнӑ. Алена Геннадьевна Нина Геннадьевнӑна саламланӑ, ертӳҫӗ должноҫӗнче ӑнӑҫу суннӑ.
Канашлура вара кӑшӑлвирусран асӑрханас мерӑсене сӳтсе явнӑ.
Ҫӗнӗ професси суйлас текенсене Раҫҫейӗн Ӗҫ министерстви ҫитес вӑхӑтра епле отрасльсем вӑйлӑрах аталанассине шута илме сӗнет. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫ рынокӗнче ҫитес 10 ҫулта пуринчен вӑйлӑрах ҫак 7 отрасль аталанӗ: IT-индустри, хӑнасене йышӑнакан индустри, кану индустрийӗ, наука, строительство, сывлӑх сыхлавӗ тата социаллӑ пулӑшу, вӗренӳ.
Ҫакна ӗҫ вырӑнне улӑштарас тӗллевпе ҫӗнӗ професси илес кӑмӑллисен ҫеҫ мар, шкул пӗтерекен ҫамрӑксен те шута илмелле.
Патӑрьел районӗнчи Турханти психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене тупса палӑртнӑ. Ҫавна интернатра ӗҫлекенсене тата унта пурӑнакансене планпа килӗшӳллӗн
юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ чух асӑрханӑ. Чир интернатра ӗҫлекен 6 ҫынна ернӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, интернатра ӗҫлекен тата унта пурӑнакан мӗнпур ҫын кӑшӑлвирусран малтан вакцинациленнӗ. Ведомствӑн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ 6 ҫыннӑн чир палли пулман, вӗсем хӑйсене аванах туяҫҫӗ.
«Интернатра пурӑнакансем хӑйсене аван туяҫҫӗ, вӗсен чир палли сисӗнмест, вӗсене пӳлӗмсем тӑрӑх уйӑрса тухнӑ, столовӑйӗнче вӗсене пӗчӗкшер ушкӑнпа апатлантараҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫчене тата интернатра пурӑнакансене учрежденири тата Патӑрьелти район пульницинчи тухтӑрсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗрен тест ирттерсен чирлисем тупӑнман», – тесе уҫӑмлатнӑ лару-тӑрӑва Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |